Вы вошли как Гость| Группа "Гости"Приветствую Вас Гость | RSS
 
  Главная | Регистрация| Выход
Меню сайта
Категории каталога
Наши статьи [12]
Наш опрос
Оцените наш сайт
Всего ответов: 182
Главная » Статьи

Всего материалов в каталоге: 11
Показано материалов: 1-10
Страницы: 1 2 »

Библиотекарь саманапа тан ĕлкĕрсе пыракансен профессийĕ

16.11.2011
"Каçал Ен"

В.Петрова
Шкул библиотеки вăл — хăйне евĕр уйрăм территори, ача пурнăçĕнчи пĕрремĕш библиотека. Ачасем унта çÿреме юратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене унта килти пек вăрçмаççĕ, класри пек отметкăсем лартмаççĕ. Шăп çавăнта пĕчĕк çын кĕнекесен тĕлĕнтермĕш тĕнчипе паллашать, кĕнекепе туслашать. Ача кĕнеке юратасси унпа пĕрле юмах вулакан ашшĕ-амăшĕнчен, пĕрремĕш учительтен, тем те пĕлекен, интереслентерме пултаракан библиотекарьтен килет. Кĕнеке фончĕ, библиотека ĕçне тĕрĕс йĕркелени, вулав залĕнчи лăпкă атмосфера та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районта пурĕ 18 шкул библиотеки ĕçлет, вĕсене ачасем хаваспах çÿреççĕ, уйрăмах илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ, иле-иле вулаççĕ. Библиотека фондне пуянлатма кăçал района 1 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ кĕнекесем килчĕç. Вĕсене шкулсене валеçсе патăмăр та ĕнтĕ. Унсăр пуçне çулталăк вĕçлениччен «Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле вĕренÿ системин модернизацийĕ» программипе килĕшÿллĕн кĕçĕн классем валли чăвашла çырнă кĕнекесем килмелле. Ачасене тăван чĕлхепе ытларах вулама май туса пани, паллах, усăллă. Библиотекарьсен ĕçĕнчи кăçалхи пĕр çĕнĕлĕх – педагог-библиотекарь ăнлава кĕртни. Çак ята тивĕçме аслă профессиллĕ пĕлÿ илмелле. Ун пеккисем пирĕн вуннăн, ыттисен педагог-библиотекарьсен шутне кĕме аслă пĕлÿ илмелле пулать. Районти библиотека ĕçче-нĕсем пурте тăрăшуллă, хăйсен тивĕçне юратса пурнăçланине палăртса хăварас килет. Кашни ачан ыйтăвне тивĕçтерме, кĕнекесемпе кăсăклантарма, мĕн те пулин çĕннине тупса пама тăрăшаççĕ вĕсем. Библиотекарь профессине чунтан юратакансем, нумай çул çак ĕçре тăрăшакансем сахал мар. 30 çул ытла ачасене кĕнеке тĕнчине çавăтса кĕрекенсене уйрăммăн палăртас килет. Вĕсем: Р.Н. Свистунова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Л.В. Хораськина (Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ), М.Ш. Миначева (Урмаел вăтам шкулĕ), Ф.Ш. Хайбуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ). Районта библиотекарьсем хушшинче час-часах тĕрлĕ конкурссем ирттеретпĕр, унта вĕсем пурте хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Ю.А.Гагарин космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалласа библиотека хаçачĕсен «Созвездие Гагарина» конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех библиотека урокĕсен фестивальне ирттертĕмĕр. Унта кашни библиотекарĕн хăйĕн урокĕпе паллаштарма май пулчĕ, чи лайăххисене палăртса грамотăсемпе хавхалантартăмăр. Октябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул библиотекисен уйăхлăхĕ пынă май республикăра та, шкулсенче те ăна халалланă мероприятисем иртрĕç, вĕсене библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене те анлăн явăçтарчĕç. Уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ – общественноçа шкул библиотекисем çине ытларах тимлĕх уйăрттарасси, ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре шкул библиотекин пĕлтерĕшне палăртасси. Пĕтĕмлетсе библиотекарь ĕçĕ çăмăл мар, анчах та пархатарлă пулнине палăртас килет. Библиотекарь — самана уттипе тан ĕлкĕрсе пыракан, анлă тавра курăмлă, ăслă, пуринпе те кăмăллă калаçакан, кашни килекене ăшшăн кĕтсе илекен çын.


Комсомольский район Чувашской Республики

Наши статьи | Просмотров: 583 | Добавил: chrorshba | Дата: 17.11.2011 | Комментарии (0)

Школьный библиотекарь из Чувашии удостоен Хрустальной Совы
Наши статьи | Просмотров: 736 | Добавил: chrorshba | Дата: 19.12.2009 | Комментарии (0)

   Посмотрите новость
Наши статьи | Просмотров: 696 | Добавил: chrorshba | Дата: 19.12.2009 | Комментарии (0)

#1
Статья из журнала "Справочник классного руководителя" №5, 2009 г. - "Сайт школы – не роскошь, а средство продвижения". Рекомендуем к прочтению.
Наши статьи | Просмотров: 737 | Добавил: chrorshba | Дата: 16.10.2009 | Комментарии (0)

  Наш Сеспель /К 110-летию со дня рождения/
Наши статьи | Просмотров: 3613 | Добавил: chrorshba | Дата: 14.10.2009 | Комментарии (1)

Н.Ф.Артемьева, В.А.Филиппова - методисты редакционно-издательского центра "Народная школа", №2, 2009.

Наши статьи | Просмотров: 871 | Добавил: chrorshba | Дата: 16.05.2009 | Комментарии (0)

Богата славными именами наша деревня, ведь история без людей не бывает. Название нашей деревни тоже произошло от имени основателя Асана. Из жителей деревни Асаново вышло 4 ученых: Данилов С.Д., Романов А.П., Таборкин Г.Я., Храмов Г.И. и один писатель: Гордеев Д.В.; Герой Советского Союза - Ф.Н. Чернов; много талантливых людей, педагогов, врачей. Изучая жизнь людей, живших несколько лет назад, их труд, события, в которых они участвовали, мы находим в них примеры, достойные подражания и восхищения.
Наши статьи | Просмотров: 1678 | Добавил: terentevaelena1 | Дата: 16.05.2009 | Комментарии (2)

Методисты по библиотечным фондам
Наши статьи | Просмотров: 959 | Добавил: chrorshba | Дата: 26.04.2009 | Комментарии (0)

Статья из журнала "Народная школа" №1, 2009
Наши статьи | Просмотров: 845 | Добавил: chrorshba | Дата: 02.03.2009 | Комментарии (0)

1-10 11-11
Форма входа
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Copyright MyCorp © 2024Бесплатный конструктор сайтов - uCoz