Вы вошли как Гость| Группа "Гости"Приветствую Вас Гость | RSS
 
  Главная | Регистрация| Выход
Меню сайта
Наш опрос
Оцените наш сайт
Всего ответов: 182
Главная » 2012 » Май » 15 » Оригами — хут хуçлатса тĕрлĕрен фигурăсем тăвакан ӳнер.
Оригами — хут хуçлатса тĕрлĕрен фигурăсем тăвакан ӳнер.
18:35
, Комсомольски районĕ, Хырай Ĕнел

Оригами — хут хуçлатса тĕрлĕрен фигурăсем тăвакан ӳнер.
 Вăл тĕрлĕрен пулать: фигурисене пĕр пысăк хутран хуçлатса тăваççĕ тата вĕтĕ пайсенчен пуçтараççĕ. Вĕтĕ пайсенчен пуçтармаллине вара модульлĕ оригами теççĕ. Çакна Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел шкулĕнчи ачасем лайăх пĕлеççĕ. Унта çак ӳнере вĕрентекен уйрăм кружок та пур. Ăна ертсе пыраканĕ — чи пултаруллă учительсенчен пĕри, кĕçĕн класс вĕрентекенĕ, библиотекарь, Трофимова Антонина Анатольевна. Çак ĕçпе вăл темиçе çул каялла хавхалансах интересленсе кайнă, хăй хыççăн шкулти вĕренекентекенсемпе вĕренекенсене те кăсăклантарнă.
— Чи йыварри модульсенчен тĕрлĕ фигура пуçтарса калăпласси мар, çав вĕтĕ модульĕсене тăвасси, — тет Антонина Анатольевна. Кружокри ачасем ун патне библиотекăна пушă вăхăт тупăнсанах пыраççĕ: перемена вăхăтĕнче те, уроксем хыççăн та. Вĕсенчен чи хастаррисем кĕçĕн класс ачисем. Уйрăмах Сорокина Александра, Сорокина Ульяна, Петрова Дарья тата Смирнов Евгений. Унта вĕсем эрешлĕ вазăсем, акăшсем, мулкачсем, тортсем тата ытти тĕрлĕ япаласем тăваççĕ.
Чаваш халах сайче
Просмотров: 550 | Добавил: chrorshba | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Календарь новостей
«  Май 2012  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Copyright MyCorp © 2024Бесплатный конструктор сайтов - uCoz