Вы вошли как Гость| Группа "Гости"Приветствую Вас Гость | RSS
 
  Главная | Регистрация| Выход
Меню сайта
Наш опрос
Оцените наш сайт
Всего ответов: 182
Главная » 2011 » Ноябрь » 3 » Шкул бибилотекисен кунĕ ячĕпе
Шкул бибилотекисен кунĕ ячĕпе
13:55
 Шкул бибилотекисен кунĕ ячĕпе

29.10.2011
"Каçал Ен"

Н.Медведева
Октябрĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти 53-мĕш шкула тĕрлĕ районти шкул библиотекарĕсем пуçтарăнчĕç. «Эпир çак профессие ăнсăртран мар суйланă» савăнăçлă мероприятие Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунне халалланă. Чи малтанах пуçтарăннисене вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова профессиллĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, малалла та ĕçре ăнăçу сунчĕ, шкул библиотекисем ачасене яланах хапăл пуласса, вĕренекенсем хаваспах кĕнеке вулама библиотекăсене çÿрессе шаннине палăртрĕ. Çавăн пекех вĕрентÿ институтĕнчен килнĕ хăнасем те салам сăмахĕ тухса каларĕç. Савăнăçлă мероприяти республика шайĕнче иртнĕ «Шкул библиотеки — вĕренĕвĕн информациллĕ ресурсĕ» конкурсăн çĕнтерÿçисене чысланипе малалла тăсăлчĕ. Çак конкурса çĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕçлекен чи лайăх шкул библиотекисене тупса палăртас, унта ĕçлекенсене хавхалантарас тĕллевпе ирттернĕ. Пирĕн районтан республика шайĕнче пултарулăхне кăтартма Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ Галина Волкова тивĕçлĕ пулчĕ. Вăл Шупашкартан сертификат илсе таврăнчĕ. Малалла пуçтарăннисене хаваслă концерт лартса пачĕç. Тĕп хуламăрти 53-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем библиотека ĕçченĕсем, кĕнекесем çинчен юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Библиотекарьсем те айккинче юлмарĕç, сцена çине тухса пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пирĕн районтан Чĕчкен тĕп шкулĕн библиотекарĕ Альмира Идиатуллина тутарла юрă шăрантарса пурне те тыткăнларĕ, Галина Волкова «Встреча друзей» юрăпа куракансен кăмăлне тупрĕ. Уяв питĕ савăнăçлă иртрĕ, пурне те килĕшрĕ.


Комсомольский район Чувашской Республики
Просмотров: 446 | Добавил: chrorshba | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Календарь новостей
«  Ноябрь 2011  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Copyright MyCorp © 2024Бесплатный конструктор сайтов - uCoz