Геннадий Айхи ятне Чǎваш Республикинче çеç мар, тĕнчен пур кĕтесĕсенче те пĕлеççĕ. Унǎн творчествин хǎйне евĕрлĕхĕ пире тыткǎнлать. Айхи пултарулǎхĕ тĕнчери паллǎ çыравçǎсемпе пĕр шайра. Çыравçǎ пултарулǎхне халалласа Çĕмĕрлери вǎтам шкулǎн 8-мĕш класĕнче « Айхи – тĕнче шайĕнчи поэт» ятлǎ уçǎ урок-презентаци иртрĕ. Урокра Краснова Л. Г. ачасене поэт пурнǎçĕпе тата творчествипе паллаштарчĕ. Поэтǎн тĕрлĕ çулсенче çырнǎ сǎввисене ачасем кǎмǎлласах тишкерчĕç, вĕсене Айхи сǎввисен хǎйнеевĕрлĕхĕ тыткǎнларĕ, сǎвǎсене илемлĕ вулама хǎнǎхрĕç. Юлашкинчен «Айхи пурнǎçĕпе пултарулǎхне пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ. Ачасем урокра мĕн вĕреннине аса илчĕç, хǎйсен пултарулǎхне кǎтартса пачĕç. Урок итленĕ учительсем урок валли кǎсǎклǎ та пуян материал тупнине палǎртрĕç. Айхи сǎввине вуласа ачасем поэт чун ыратǎвне туйма пултарчĕç. Шумерлинская СОШ