Ку юмаха пĕлетĕн-и? ■ Admin (14.01.2012 00:50) :: 22 хут пăхнă
■ ăмăртусем, Вăрнар районĕ, Хапăс, вулавăшсем
Вăрнар районĕнчи Хапăс ялти тĕслĕхлĕ вулавăшра тунсăх тĕпленеймест те пулĕ — кунта яланах хаваслă. Ачасен интересĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле кăна ăмăрту, мĕнле кăна мероприяти иртмест пулĕ. Ак нумай пулмасть кунта «Ку юмаха пĕлетĕн-и?» ятпа викторина иртрĕ. Вăл çеç те мар, ачасем «Пирĕн таврари йывăçсем» сăмахкаçмăшăн тупсăмĕсене хăварт шырассипе те тупăшрĕç. Çĕнтерессе вара, паллах, туслăх çĕнтерчĕ!
Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1325613