Вы вошли как Гость| Группа "Гости"Приветствую Вас Гость | RSS
 
  Главная | Регистрация| Выход
Меню сайта
Наш опрос
Оцените наш сайт
Всего ответов: 182
Главная » 2010 » Февраль » 9 » Савра сетел
Савра сетел
16:45
Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче çавра сĕтел иртрĕ ■ Виталий Михайлов (03.02.2010 20:56)

■ Чăваш Республикин Вĕренӳ институчĕ, Шупашкар, Шупашкар районĕ, Кăшавăш, Тăвай районĕ, Йăлтăрчă, Красноармейски районĕ, Пикшик,

Нарăсăн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркеленипе «10-11 классен чăваш литератури учебникĕсемпе хрестоматийĕсем» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел тĕллевĕ — авторсене учебникпа хрестоматисен çĕнĕ кăларăмĕ валли сĕнÿ парасси. Калаçăва кашни районтанах килнĕ вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Канашлăва Чăваш Республикинчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Г.Л.Никифоров уçрĕ. Чи малтанах 10-мĕш класăн вĕренÿ кĕнекин авторĕ В.Г.Родионов профессор тата 11-мĕш класс вĕренÿ кĕнекин авторĕ Г.И.Федоров профессор сăмах илчĕç, çĕнĕ кĕнекесен тытăмĕ çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тĕп специалисчĕ И.В.Ядранская, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов, Чăваш наци лицейĕн вĕрентекенĕ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ Е.А.Майков, Тăвай районĕнчи Йăлтăрчă шкулĕн вĕрентекенĕ Г.П.Васильева, Красноармейски районĕнчи Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова, Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова тата ытти тухса калаçакансем ку чухнехи вĕренÿ кĕнекисен тытăмĕпе содержанине тишкерчĕç, вĕсен çитменлĕхĕсене палăртрĕç. Кунсăр пуçне çитес вăхăтра пичетлеме палăртнă вĕренÿ кĕнекисен содержанийĕпе тытăмне пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен, ачасен ăс-тăнне аталантаракан, вĕсен кăмăл-сипечĕпе тата тавра курăмĕпе килĕшсе тăракан улшăнусем кĕртме ыйтрĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç. Çавра сĕтел тухăçлă иртрĕ.

Хыпар çăлкуçĕ
Просмотров: 546 | Добавил: chrorshba | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Календарь новостей
«  Февраль 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Copyright MyCorp © 2024Бесплатный конструктор сайтов - uCoz