Таврапĕлӳçĕн çĕнĕ кĕнеки ■ Аксар Чунтупай (14.09.2012 17:18) :: 20 хут пăхнă
■ Мăн Шетмĕ, кĕнекесем, Красноармейски районĕ
2011 çул Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паллă тапхăр пулчĕ. Иртсе кайнă çулталăка пирĕн сумлă ентешĕмĕре, Мăн Шетмĕре çуралса ӳснĕ пĕртен пĕр Совет Союзĕн Паттăрне Владимир Васильевич Васильева халалларĕç. Çак паллă датăна хисеп туса паллă журналист, Трак енри таврапĕлӳçĕсен обществин ертӳçи, ЧР халăх академикĕ, Н. Янкас тата М. Тинехпи ячĕллĕ премисен лауреачĕ В. З. Константинов «Кладезь здоровья и патриотизма» ятлă кĕнекене вулакан патне çитерчĕ. Ку авторăн тăххăрмĕш кĕнеки пулчĕ. Вулакана пĕлме. В.В. Васильев 1911 çулхи утăн 11-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе) Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Владимир Васильевич хăйĕн кун-çулĕн виççĕмĕш пайне çеç пурăнса ирттернĕ. Унăн малашнехи шăпине Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçă татса панă. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе В. Васильев паттăрлăх кăтартнă. Одер юханшывĕ хĕрринчи тытса илнĕ плацдарма хӳтĕлесе пирĕн ентеш чылай фашиста тĕп тунă. Нумай хутчен аманнă пулин те, палăртнă позицирен пĕр хутчен те чакман. Хăйĕн калама çук паттăр вилĕмĕпе вуншар салтакăн пурнăçне сыхласа хăварнă. Одер çинчи 1945 çулхи кăрлачри паттăрлăхшăн В.В. Васильева çĕршывăн чи пысăк наградипе чысланă. В. Васильев хăй çуралса ӳснĕ Мăн Шетмĕ енчен иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕн Чулхула хулине куçса кайса тĕпленнĕ. Хăй вăл енче çуралса ӳснĕ май В. Константинов паттăр çинчен тăтăшах материалсем пухма пуçланă, ĕçе вĕçне çитернĕ темелле. Хулăн хуплашкаллă кĕнеке 238 страницăран тăрать. Кунта автор мухтавлă ентешĕмĕр «Хăçан çуралнă-вилнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăçтан кайнă, ăна ăçта пытарнă?» ыйтусене тĕплĕн татса парать. Вăл кĕнекере çирĕп шухăшлă та пысăк тавра курăмлă командир шутланнă ентеш кун-çулне тĕплĕн тишкернĕ тата çутатнă. Юлашкинчен çакна палăртмалла. Вислăпа Одер, Сандомирпа Силези тапăну операцийĕсенче корпус юланутçисем уйрăмах хăюлăхпа палăрнă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшӳллĕн 1 гварди кавалери корпусĕнчи 18 çынна Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă. Вĕсем хушшинче пĕрремĕш гварди юланутçи Владимир Васильев та. Кĕнеке аван чĕлхепе вуланать. В. Васильев пурнăçĕн чылай тапхăрне Чулхула тăрăхĕнче ирттернĕ май хăнасене парне тума кĕнекен çуррине вырăсла текстпа хатĕрленĕ. Кунта пĕлмелли, вуламалли сахал мар. «Кладезь здоровья и патриотизма» кĕнекене Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографинче 1000 экземплярпа пичетленĕ. Унта сăнӳкерчĕксем чылай. Ăна Красноармейскинчи «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче туянма пулать.
Хыпар çăлкуçĕ: http://nesterjankas.ucoz.ru/news/tavrapelycen_cene_keneki/2012-09-14-337