«Тăван ен» предмета 8-мĕш класра вĕренмелли кĕнеке тухнă ■ Admin (27.01.2010 18:17) :: 42 хут пăхнă
■ кĕнекесем, вĕренӳ
Елена Енькка хатĕрленĕ çĕнĕ кĕнеке лавккасенче 2009 çул вĕçнелле çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ «Тăван ен» культурине вĕренмелли кĕнеке 8-мĕш валли те пур теме пулать. Кĕнеке, пĕтĕмĕшле илсен, чăвашсен малтанхи ĕмĕрсенчи историпе паллаштарать — мĕн сĕм авалхи пирĕн эрăчченхи VIII-VII вăхăтран пуçласа пирĕн мăн асаттесем X ĕмĕрте Атăлçи Пăлхар йĕркеленĕ вăхăта çити. Елена Еньккан «Родной край» (çапла, кĕнеке вырăсла тухнă, предмета вырăсла вĕрентет) кĕнеке ярăмне кĕрекен ытти шкул кĕнекисем пекех, ку учебник та тĕрлĕ сăнсемпе, ӳкерчĕксемпе пуян. Кунашкал кĕнекене алла ярса тытсан шкул ачин çеç мар, унăн ашшĕ-амăшĕн те чăваш халăхĕн кун-çулĕпе паллашма кăмăл çуралать. Кĕнекене туянас шухăшлисем ăна Чăваш кĕнеке издательствин «Книжные новинки» лавккисенче тупма пултараççĕ — хакĕ çыртмасть, 200 яхăн страницăллăскер, 88 тенкĕ кăна тăрать. Вĕренӳ кĕнекине 7 пин экземплярпа пичетлесе кăларнă. Çителĕклĕ тиражпа кăларнă тесе ăна туянас ĕçе кая ан хăварăр — тиражăн ытларахăш пайне шкул вулавăшĕсене валеçнĕрен, тен, сутлăхра вăл нумаях тытăнса тăмĕ. Сянписемпе чăвашсен хушшинче мĕнле çыхăну пуррине пĕлес тесен, Плиска хулинчи ишĕлчĕксемпе паллашас тесен, «кĕнеке» сăмах пирĕн чĕлхене мĕнле лекнине пĕлес тесен — ку кĕнекене туянмаллах, ун шалашĕпе паллашмаллах. Паллах, кĕнекере, эпир илсе панă тĕслĕхсем кăна мар, интересли, хамăр халăхпа мухтанма сăлтав паракан темăсем пайтах — кунĕпе вулама пулать!